Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
11 Ноябрӗн , 12:54

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа

Пишпÿлек районӗнчи Раççей МВД пайӗнче полици сотрудникӗсен професси уявне халалланӑ чаплӑ мероприяти иртнӗ.

Вӑл пуҫланас умӗн Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен паркӗнче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене асӑнса митинг иртнӗ. Унта уйрăмăн личнӑй составӗ, МВД ветеранӗсем, право сыхлавӗн ытти органӗсен ертӳҫисем те хутшӑннӑ. Митинга район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов уҫнă.

Пуçне хунă сотрудниксене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнă, палӑк умне чечексем хунă.

Чаплӑ чаçĕ полици конференц-залӗнче иртнӗ, унта районти полици ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене район администраци пуҫлӑхӗ А.М. Зарипов, ОМВД начальникӗ А.Ф. Хазиев, ветерансен канашӗн председателӗ В.П. Сергеев, район прокурорӗ Д.В. Герасимов, районти суд председателӗ А.Р. Курамшина саламланă.

Паллӑ полицейскисемпе активлӑ ветерансене наградӑсемпе хавхалантарнă.

Юлашкинчен полици ҫурчӗ умӗнче пурте пĕрле асăнмалăх сӑнӳкерчӗк ÿкнĕ.

Сӑнӳкерчӗкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: