Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
22 Ноябрӗн 2024, 14:56

Банк сотрудникӗсем шанчӑксӑр клиента вӑхӑтра асӑрханă та полицейскисене чӗннĕ

Полицие хула ҫынни пырса кӗнӗ, лешӗ пухса пынă 800 пин тенке яхӑн укçисĕр чутах юлманни ҫинчен каласа панӑ.

Банк сотрудникӗсем шанчӑксӑр клиента вӑхӑтра асӑрханă та полицейскисене чӗннĕ
Банк сотрудникӗсем шанчӑксӑр клиента вӑхӑтра асӑрханă та полицейскисене чӗннĕ


Полицие хула ҫынни пырса кӗнӗ, лешӗ пухса пынă 800 пин тенке яхӑн укçисĕр чутах юлманни ҫинчен каласа панӑ. Арҫынна флюорографи иртни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ поликлиникӑн суя ӗҫченӗ шӑнкӑравланӑ иккен. Заявитель ҫур ҫул каялла тӗрӗслевре пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫакна хирӗҫ палламан хӗрарӑм хӑй тӗпчев результачӗсене тĕрĕс мар пани çинчен пӗлтернӗ. Унтан "меллӗ пултӑр" тесе аферистка электронлӑ медицина карттине йӗркелеме сӗннĕ.

Калаҫакан хӗрарӑмпа калаҫу татӑлнă та ҫӗнӗ шăнкăрав пулнă. Трубкӑри палламан сасӑ мошенниксем заявителе аташтарма хӑтланни ҫинчен, ӑна право хуралӗн органӗсен сотрудникӗпе ҫыхӑнтарасси ҫинчен пӗлтернӗ. Аферист çынна хӑратса пӑрахнӑ: "ун ҫине генеральнӑй доверенность ҫырса хунӑ, ҫав доверенность тӑрӑх мошенниксем унӑн банк счечӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ", - тенӗ. Малалла хула ҫыннине пухăннă укçине хӑвӑртрах илсе "хӑрушлӑхсăр счетне" куҫарма сӗннĕ.

Уфимец банка васканă, унта перекетлесе пуханнине хывма заявка тунă. Анчах та лару-тӑрӑва ӑнланса илсен, ВТБ банкӗн сотрудникӗсем Регина Агишевапа Сусина Нажипова укҫа ҫукки тата кӗтмелли ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем полицейскисене чӗнсе илнĕ. Вара арҫын хӑй ултава пула чутах улталанманнине ӑнланса илнӗ. Телее, укҫа тӗрӗс-тӗкел юлнӑ.

Хисеплӗ граждансем, палламан ҫынсемпе калаҫнӑ чухне асӑрхануллӑ пулӑр. Астӑвӑр, мошенниксем кирек кампа та паллашма пултараҫҫӗ. Смс-кода нихҫан та ан пӗлтерӗр, укҫана паллӑ мар счетсем ҫине ан куҫарӑр, калаçакан мĕнле ӗнентермелле калаçсан та. Мошенниксенчен сыхланмалли чи лайӑх меслет-трубкӑна хумалла е пачах палламан номерсене хуравламалла мар.
Пушкӑрт Республикинчи МВД Пресс-служби.

 

Банк сотрудникӗсем шанчӑксӑр клиента вӑхӑтра асӑрханă та полицейскисене чӗннĕ
Банк сотрудникӗсем шанчӑксӑр клиента вӑхӑтра асӑрханă та полицейскисене чӗннĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: