Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
27 Ноябрӗн , 10:48

Пушкӑртра предприяти ертӳҫи ултавҫӑсене 16 млн ытла тенкӗ куҫарнӑ

Альшей районӗнче пурӑнакан пӗр çынна телефон мошенникĕсем улталанă, вӑл вӗсене 16 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ, пӗлтерет Пушкӑрт Республикинчи МВД.

Усал шухӑшлӑ ҫынсем вырӑнти пӗр предприятин директорĕпе карас компанийӗн сотрудникӗсем пек паллашнă. Шӑнкӑравласа, вӑл мобильлĕ приложенин кивӗ версийӗпе усӑ курни ҫинчен пӗлтернĕ те çĕннине лартма пулӑшма пулнă. Хӗрарӑма смартфон экранӗн демонстрацине ӗҫе кӗртме ӳкӗте кӗртсен, усал шухӑшлӑ ҫынсем унăн харпĕр хăйĕн даннăйсене илнӗ.

Кӑштах вӑхӑт иртсен, банк сотрудникӗнчен пек шăнкăрав килнӗ, вӑл унăн ячӗпе кредит илме заявкӑсем пани ҫинчен пӗлтернӗ. Суеҫӗ заявкӑсене аннулироват тума "хирӗҫле" кредит илме тата укҫа-тенке "хӑрушлăхсӑр счет" ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ.

Мошенниксене пула улталаннă çын уйӑх тӑршшӗпе кредитсем йӗркеленӗ, укҫа-тенке лешсем каланă счетсем ҫине куҫарнӑ. Улталаннă этем пӗтӗмпе 16 миллион тенкӗ панӑ.

Мошенничество факчӗ тăрăх уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.

"Хӑвӑрӑн укҫӑра «хӑрушлăхсӑр счетсем» çине ан куҫарӑр, хӑвӑрӑн персональнăй даннӑйсене, ҫавӑн пекех банкри реквизитсене палламан ҫынсене телефонпа  ан пӗлтерӗр, пӗлмен ҫынсем сӗннипе хӑвӑр телефон ҫине паллӑ мар приложенисем ан вырнаҫтарӑр. Укҫа-тенке паллӑ мар реквизитсемпе куҫарнӑ чухне сыхӑ пулӑр, тӗрӗсленӗ сайтсемпе ҫеҫ усӑ курӑр", — асӑрхаттараҫҫӗ МВДра.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

https://www.bashinform.ru/news/law/2024-11-26/v-bashkirii-rukovoditel-predpriyatiya-perevela-moshennikam-bolee-16-mln-rubley-4024879

Пушкӑртра предприяти ертӳҫи ултавҫӑсене 16 млн ытла тенкӗ куҫарнӑ
Пушкӑртра предприяти ертӳҫи ултавҫӑсене 16 млн ытла тенкӗ куҫарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: