Иртнӗ талӑкра республикӑра мошенничество çичĕ фактне регистрациленӗ.
Улталаннӑ граждансем хушшинче Уфара пурӑнакан 61 ҫулти ҫын пулнӑ. ПР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна палламан ҫын телефонпа шӑнкӑравланӑ та усал шухӑшлӑ ҫынсем ултавлӑ ӗҫсем тума хӑтланни ҫинчен пӗлтернӗ.
Малалла патшалӑх учрежденийӗсен тата право сыхлав органӗсен ӗҫченӗсенчен шӑнкӑравланă имӗш. Усал шухӑшлӑ ҫынсене шанса, арҫын вӗсем каланисене итленĕ. Вӑл усал шухӑшлӑ ҫынсене харпӑр хӑй пухнă 200 пин ытла тата 1,1 млн ытла кредит укҫине куҫарнӑ. Асӑннӑ сиен 1,5 млн тенкӗпе танлашнӑ.
"Мошенничество" статьяпа уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.