-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Стерлитамакри ача садӗнчи воспитательницӑпа унӑн амӑшне ултавҫӑсем, вӗсенчен 860 пин ытла тенкӗ вӑрласа, улталанӑ.
Усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫӗнӗ схемӑпа усӑ курнӑ: чечек курьерĕ пек пулса, вӗсем хӗрарӑмран SMS-пӗлтерĕвĕнчи персональнӑй кода илӗртсе илнӗ, вара, патшалӑх органӗсен сотрудникӗ пек пулса, ӑна та, унӑн амӑшне те хăйсем контрольлесе тăракан счетсем çине пысӑк укҫа куҫарма ӳкӗте кĕртнӗ.