Çутă çул
-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
13 Кӑрлач , 11:42

Вӑйӑра валюта выляса илес тесе, ача ултавҫӑсене ҫур миллион тенкӗ панă

500 000 тенкӗ "Роблокс" ятлӑ паллӑ вӑйӑра валюта выляса илес тесе тăхăр ҫулти арҫын ача ултавҫӑсене панӑ.

Вӑйӑра валюта выляса илес тесе, ача ултавҫӑсене ҫур миллион тенкӗ панă
Вӑйӑра валюта выляса илес тесе, ача ултавҫӑсене ҫур миллион тенкӗ панă


500 000 тенкӗ "Роблокс" ятлӑ паллӑ вӑйӑра валюта выляса илес тесе тăхăр ҫулти арҫын ача ултавҫӑсене панӑ. Ҫӗнтерес тесе ача амӑшӗн телефонӗ ҫинче "темиҫе ансат задание" пурнӑҫламалла пулнӑ имӗш. Хӗрарӑм январӗн 3-мӗшӗнче каҫхине ывӑлӗ хăйне темле яланхилле мар тыткаланине асӑрханă: ача унӑн мобильникӗ ҫинчи банк приложенине кӗрсе тухма хӑтланнă. Вӑл ун телефонне туртса илнӗ, хӑй кабинетне кӗме шутланă, анчах приложенийӗпе аккаунтне блокироват тунă пулнă.

Ача темле Ибрагима темиҫе хутчен укçа куҫарса пани ҫинчен каласа панă. Ача мессенджерта "Роблокс" вăййа вылякан канал тупнă та "хутшӑнас" кнопкӑна пуснă. Ҫакӑн хыҫҫӑн ăна темле хӗр роблакссем нумай илме сӗнсе ҫырнă. "Ахаль заданисене" пурнӑҫлама ача пурне те инструкци тӑрӑх тунӑ: амӑшӗн телефонӗнчен харпӑр хӑй счечӗсен скриншочĕсене тунӑ, 75 пин тенкӗлӗх маркетплейсӑн икӗ сертификатне туяннӑ, активизаци кочӗсене каланă. Унтан амӑшӗн перекет счетĕнчи укҫине тӗп картта ҫине, унтан ют картта ҫине куҫарнă.

Анчах робукссем ун шутне кӗмен. Хӗрарӑм полицие заявлени ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле сиен 504 пин тенкӗпе танлашнӑ. "Мошенничество" статьяпа уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-01-12/malchik-otdal-moshennikam-polmilliona-rubley-pytayas-vyigrat-valyutu-v-igre-4080728

 

Вӑйӑра валюта выляса илес тесе, ача ултавҫӑсене ҫур миллион тенкӗ панă
Вӑйӑра валюта выляса илес тесе, ача ултавҫӑсене ҫур миллион тенкӗ панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: