Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
14 Кӑрлач , 09:45

Пушкӑртра экс-чиновнике бюджет укҫине вăрланăшăн приговор йышӑннӑ

Чишмари физкультура, спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитечӗн экс-ертӳҫине бюджет укҫи-тенкине вăрланăшăн приговор йышӑннӑ.

Пушкӑртра экс-чиновнике бюджет укҫине вăрланăшăн приговор йышӑннӑ
Пушкӑртра экс-чиновнике бюджет укҫине вăрланăшăн приговор йышӑннӑ

Чишмари физкультура, спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитечӗн экс-ертӳҫине бюджет укҫи-тенкине вăрланăшăн приговор йышӑннӑ. Уголовлӑ ӗҫе хускатма прокурор тӗрӗслевӗн материалӗсем пулӑшнӑ.
Республика надзор ведомствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, судра ҫапла палӑртнӑ: 2022 ҫулти декабрьтен пуҫласа 2023 ҫулхи июльччен арҫын, спортсменсене шахмат, пауэрлифтинг тата футбол ӑмӑртӑвӗсене кайма хутшăнакансен организаторӗ пулса, гостиницӑра командӑсен членӗсем ӑмӑрту ирттернӗ вӑхӑтра пурӑннӑшӑн тӳлени ҫинчен суя документсем тӑратнӑ. Ҫапла вара вӑл хӑй пӗлнӗ пек 53 пин тенкӗ ытла укçана тыткаланнă.
Айӑпланакан хӑй айӑпне йышӑннă та сиене саплаштарнă. Суд ӑна тăватă ҫула ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварнипе патшалӑх органӗсенче тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче организаципе хушма тата административлӑ хуҫалӑх полномочийӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ должноҫсене икĕ ҫуллӑха тӗрӗслев срокӗпе килӗшӳллӗн йышӑнма палӑртнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-01-13/v-bashkirii-eks-chinovniku-vynesli-prigovor-za-prisvoenie-byudzhetnyh-deneg-4081522

 

 

Пушкӑртра экс-чиновнике бюджет укҫине вăрланăшăн приговор йышӑннӑ
Пушкӑртра экс-чиновнике бюджет укҫине вăрланăшăн приговор йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: