Нефтекамскра пурӑнакан 64 ҫулти хӗрарӑмăн 1,9 миллион тенкӗ пухнӑ укçи ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Полицире инкек тӳснӗ ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна палламан ҫынсем телефонпа шӑнкӑравланă та поликлиникӑра электрокардиограмма тума талон уҫни ҫинчен каланă. Черете палӑртма смс-пӗлтерӳ кодне ҫырмалла пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрарӑма унăн ячӗпе генеральнӑй доверенность ҫырса хатӗрлени ҫинчен тата кӑтартнӑ номерпе хӑвӑртрах ҫыхӑнма сӗнни ҫинчен пӗлтернĕ.
Хӑраса ӳкнӗ пенсионерка телефонпа шӑнкăравланă та, мошенниксене ӗненсе, усал шухӑшлӑ ҫынсене банк счечӗсене кӗме май паракан приложение телефонне çыртарнă. Ҫавна пула пухнӑ укҫана пӗтӗмпех хывса илнĕ.
Мошенничество факчӗпе уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Полици граждансене асӑрхануллӑ пулмалла, палламан номерсенчен шӑнкӑравсене шанмалла мар, ҫавӑн пекех информацие харпӑр хӑй даннӑйӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине тӗрӗслемелле, тесе асӑрхаттарать.
ПР МВД информацийӗпе.