Стерлитамакра 40 ҫулти арҫын интернет-мошенниксен аллине лекнӗ те 3 миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ. Вӑл ҫӑмӑл инвестицисем ҫинчен калакан рекламӑна ӗненнӗ, ҫавна пула хӑйӗн мӗнпур перекетленĕ укçи-тенкине, кредит илнӗ укçине тата тӑванӗсенчен кивçен илнĕ укҫине те ҫухатнӑ.
Арҫын иккӗленӳллӗ сайтра регистрациленнӗ, 10 пин тенкӗ хывнӑ, темиҫе кунран тупӑш илнӗ. Ултавҫӑсем, ӑна шантарса, ӑна хваттер валли пухнӑ пысӑк укҫине — миллион тенкӗ ытла инвестици хывма ӳкӗтленӗ. Хӑйӗн кабинетне блокировка тунӑ хыҫҫӑн, вӑл арӑмӗнчен укҫа илнӗ, кредитсем илнĕ, анчах мошенниксем ҫаплах ҫӗнӗ укҫа ыйтнӑ.
Юлашкинчен, инкек тӳсекен ҫын, ултавҫӑсене куҫарса парас тесе, пиччӗшӗнчен 800 пин тенкӗ кивҫен илнӗ, вара тин аферăна лекнине ӑнланса илнӗ. Вӑл полицие кайнӑ, мошенничество енӗпе уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.
Полици аса илтерет: ҫӑмӑл ӗҫ укҫи илме сӑмах панипе асӑрхануллӑ пулӑр, ултавҫӑсен аллине лекесрен информацие яланах тӗрӗслӗр.
ПР МВД информацийӗпе.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-01-13/slesar-iz-sterlitamaka-perevel-moshennikam-bolee-3-millionov-rubley-4081663