Пӗр талӑкра пушкӑрт ҫыннисем мошенниксене пула 10 миллиона яхӑн тенкӗ ҫухатнӑ.
МВД пресс-службинче каласа панӑ тӑрӑх, Уфара 59 ҫулти хӗрарӑм суя инвесторсене 1,5 млн ытла тенкӗ (вӗсенчен 150 пин кредита илнĕ) панӑ. Аферистсем унӑн паллакан çынни (56 ҫулта) ҫине тухнӑ, ăна пулӑшас тесе тата 1,5 млн тенке яхӑн ҫухатнӑ (1 млн ытла кредита илнĕ).
55 ҫулти арҫын 600 пин ытла хӑйӗн тата 1,1 млн ытла кредит укҫине энергокомпанипе "право сыхлав органӗсен" суя ӗҫченӗсене панӑ.
Уфа районӗнчи 85 ҫулти хӗрарӑм 1 млн тенкӗ ҫухатнӑ, СМС кочĕсене маркетплейс суя-сотрудникне пӗлтернĕ.
МВД асӑрхаттарать: палламан ҫынсем шӑнкӑравланисене ан ӗненӗр. Хӑвӑрӑн даннӑйсене ан пӗлтерӗр, укҫа ан куҫарӑр.
https://www.bashinform.ru/news/law/2025-01-19/za-sutki-zhiteli-bashkirii-poteryali-okolo-10-millionov-rubley-iz-za-moshennikov-4088903