2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Пушкӑртстанра пурӑнакансем 4 миллиард та 400 миллион тенкӗ ултавҫӑсене куҫарнӑ. Вӗсенчен 3 миллион та 200 пин тенкӗ - Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансен "ĕлĕшĕ". Çакăн пек цифрӑсене ПР МВД дознани управленийӗн начальникӗн çумĕ Рашида Анваровна Хасанова район администрацийӗн сотрудникӗсемпе тӗлпулура пӗлтернӗ. Кибер-мошенничество тĕлĕшпе лару-тӑру ҫинчен обзорлӑ информацисӗр пуҫне мероприяти пынӑ май хӑрушсӑрлӑх мерисене тата ҫавӑн пек преступленисене сирсе ямалли мерӑсене сӳтсе явнă.
Сире кашнинех тытса пымалли ансат правилӑсем ҫинчен аса илтеретпӗр.:
1) СМС-пӗлтерӳсенчи кодсене виҫҫӗмӗш ҫынсене ан пӗлтерӗр.
2) Телефонӑн палламан номерӗнчен кирек мӗнле шӑнкӑрав та сисчÿлентермелле. Ҫакӑн пек чӗннине хирӗҫ пачах хуравламалла мар.
3) Эсир ҫапах та шăнкăравланине хирӗҫ хуравланă пулсан, астӑвăр, мошенниксем час-часах банксен, патшалӑх организацийӗсен, право сыхлав органӗсен, ҫавӑн пекех ытти вӑй тытӑмӗсен сотрудникӗсем пек хăйсене паллаштараççĕ. Ҫакӑн пек калаҫу вӑхӑтӗнче эсир, сӑмахран, хӑвӑрӑн банк даннӑйӗсене илме тӑрӑшнине туйса илтӗр пулсан, ҫак калаҫӑва тӳрех чарсан аванрах пулать.
4) Хӑвӑр ачӑрсем интернетра мӗн тунине уйрӑмах асӑрхӑр. Онлайн интернетра вылянӑ чухне ҫул ҫитмен ачасем час-часах ултавҫӑсен серепине лекеççĕ. Преступниксен "вӑлтине" лексен, ачасем вӗсене ашшĕ-амăшсен банк карттисен даннӑйӗсене, телефон номерӗсене тата ытти конфиденциаллă информацие параҫҫӗ.
5) Хӑвна сыхламалли чи шанчӑклӑ меслет вӑл - палламан ҫынсемпе организацисене укҫа куҫарманни.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен
https://vk.com/officialbiz