Пӗр талӑкра республикӑра мошенничествăн 33 тӗслӗхне регистрациленӗ, пĕтĕмпе 7 млн ытла тенкĕлĕх сиен кӳнӗ, — пӗлтернӗ Пушкӑрт МВД пресс-службинче.
Аферистсемпе улталаннисенчен пӗри 67 ҫулти уфимка пулса тӑнӑ, ăна электросчетчиксене улӑштарас енӗпе ӗҫлекен мошенник шӑнкӑравланă та, вăл смс-кодне каланă. Унӑн Госуслуги кабинетне ҫӗмӗрнӗ. Хӑйӗн укçа-тенкĕ пухса пынă счетĕнчи укҫине çухатасран хӑраса, ӑна унăн ячӗпе илнӗ кредитсем ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн, вӑл ултавҫӑсен счечĕ ҫине 2,5 млн ытла тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Кумертаура 56 ҫулхи арҫын суя брокер вӑлтине лекнӗ. 730 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ куҫарнине банк блокадӑланӑ.
"Пурне те сыхӑ пулма тата хăвăрăн даннӑйсене, смсри кодсене палламан ҫынсене пӗлтермессе ыйтатпӑр", — ҫине тӑрса сӗнеҫҫӗ Пушкӑртстанри МВДра.