Стерлибаш районӗнчи Байтимер ялӗнчи пенсионер Пушкӑрт Республикинчи МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ телефон мошенникӗсен аллине лекнӗ. Вӑл 700 пин ытла тенкӗ ҫухатнӑ.
Малтан арҫынна телефонпа сим-картă ӗҫӗн срокӗ иртни ҫинчен пӗлтернĕ, унпа усӑ курмалли договора малалла тӑсма сӗннĕ, анчах ял ҫынни килӗшмен, сотовӑй ҫыхӑну уйрăмне кайма пулнă. Каярахпа ӑна полици форми тăхăннă калаҫакан видео - мессенджертан шӑнкӑравланă: арҫын ячĕпе такам кредит илме ӗлкӗрнӗ тесе мошенниксем шӑнкӑравланӑ. Аферист пулӑшу сӗннӗ те заявлени мĕнле çырмаллине каласа çыртарнă, пенсионер заявленине çырса ӳкерсе илнĕ те мессенджер урлă сăнÿкерчĕкне ярса панӑ.
Каярахпа банк сотрудникӗнчен пек тата тепӗр видеошăнкăрав тунă, вӑл пенсионер ячӗпе кредит пуррине ҫирӗплетнӗ те приложение кӗме сӗннӗ. Унта кӗрсен, заявитель чӑнах та заемпа страховкӑна тупнӑ. Укҫана ҫӑлса хӑварас тесе, аферист укҫана урӑх счет ҫине куҫарма сӗннӗ, страховкӑна каялла тавӑрса парасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Ял ҫынни банкомат патне кайнӑ та 500 пин тенкӗ хывнă, вӗсене пайӑн-пайӑн каланă счетсем ҫине куҫарнӑ. Ҫав хушӑрах вӑл операцисен чекĕсене упраса сăнӳкерчӗк туса ярса панă. Каярахпа пенсионер мошенниксене тата 200 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ.
Тепӗр кунне усал шухӑшлӑ ҫын пенсионер банк уйрӑмӗнче страховка укҫине "илме" пултарни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл финанс учрежденийӗнчи сотрудниксемпе ан калаҫ, банкри работниксене тӗрӗслеҫҫӗ тесе нимӗн те ан кала, тесе асӑрхаттарнӑ. Анчах арҫын "Уралсиб" банкри пӗр хӗрарӑмран страховка ҫинчен ыйтнă. Вара хушма офис управляющийӗ лару-тӑрупа кӑсӑкланнă та телефон пама ыйтнă. Ҫак самантра заявителе мошенниксем шăнкăравланă, анчах халĕ вĕсемпе финанс учрежденийӗн сотрудникӗ калаҫнă. Лилия Ахметзянова клиент мошенниксемпе ҫыхӑну тытнине ӑнланса илнӗ те полицие пӗлтернӗ.