Уфари Демский районӗнче пурӑнакан 80 ҫулти ҫын ултавăн ҫӗнӗ схемине лекнĕ. Маларах пенсионер строительство компанийӗнче вӑй хунӑ, унта техникӑпа оборудовани нумай пулнӑ.
Ватӑрах арҫынна палламан ҫын телефонпа шӑнкӑравланă, вӑл ҫак компанин сотрудникӗ имĕш, пурлӑха сутассишĕн яваплӑ ҫын пулнă. Организацие пӗтереҫҫӗ, ӗлӗкхи работниксене пысӑк компенсаци параççĕ, тенĕ.
Пама пулнӑ 1,5 миллион тенкӗ илес тесе арҫын 200 пин тенке яхӑн хӑйӗн перекетлесе хӑварнӑ укҫине, налуксене тата тӳлев укҫине ӳстерме куҫарнӑ.
Паллах, мошенник предприятин ятне асӑнман, хӑй ватӑ ҫын, палламан ҫынна шанса, иртнӗ ӗҫ ҫинчен каласа панӑ, пӗлтерет Уфа мэрийĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.