Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
12 Мартӑн , 11:36

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Уфа ҫыннисенчен 200 млн ытла тенкӗ вӑрланӑ

Уфара пурӑнакансене информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса сиен кӳнĕ виҫе ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен 204 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Уфа ҫыннисенчен 200 млн ытла тенкӗ вӑрланӑ
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Уфа ҫыннисенчен 200 млн ытла тенкӗ вӑрланӑ

 

Уфара пурӑнакансене информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса сиен кӳнĕ виҫе ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен 204 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ҫакӑн пек даннӑйсене хула администрацийӗн оперативлӑ канашлӑвӗнче Раҫҫей МВД управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Руслан Шаймарданов пӗлтернӗ.

Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна Уфара информаципе телекоммуникаци технологийӗсемпе усӑ курса тунӑ 2540 преступление, ҫав шутра 196 вӑрлани, 623 мошенничество, наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗн сферинчи 299 преступление тата 1259 компьютер информацийӗн сферинче регистрациленӗ. Суда 447 уголовнӑй ӗҫ янӑ.

Хальхи вӑхӑтра граждансемпе, ҫавӑн пекех ӗҫ коллективӗсемпе тата организацисемпе профилактика калаҫӑвӗсем иртеҫҫӗ, памяткăсем валеçеççĕ. Сарӑлнӑ меслетсемпе тӗссене ӑнлантарса парас тӗлӗшпе ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе пула ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа 23 тĕсе пӗтӗмӗшле 20 млн ытла тенкӗ сирсе яма май килнӗ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-03-11/s-nachala-goda-moshenniki-pohitili-u-zhiteley-ufy-svyshe-200-mln-rubley-4153653

 

 

 

 

 

 

 

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Уфа ҫыннисенчен 200 млн ытла тенкӗ вӑрланӑ
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Уфа ҫыннисенчен 200 млн ытла тенкӗ вӑрланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: