

Ҫынсем халӗ те чи анлӑ сарӑлнӑ ултав схемисен серепине лекеҫҫӗ. Уфара полици ултава уйӑрса илеймен икӗ хӗрарӑмран заявлени илнӗ.
ПР МВДра каласа панӑ тӑрӑх, вӗсенчен пӗрне — пенсионеркӑна, "сирӗн мӑнукӑр ДТП тунӑ" авалхи схемӑпа улталанă. Уфимка хӑйӗн мӗнпур укҫи-тенкине - 200 пин тенкине кăларса панă.
Иккӗмӗшне , "эсӗ мар-и ку видео ҫинче?» ссылкăпа капкӑна илӗртсе кӗртнӗ. Хӗрарӑм ӑна уҫнă, унта нимӗн те тупайман, анчах часах 700 пин тенке яхӑн кредит илни ҫинчен банкран пӗлтерӳ илнӗ. Темле счет ҫине куҫарнӑ укҫа ҫавӑнтах ҫухалнă.
Ссылка ҫине пуссан, инкек курнӑскер ултавҫӑсене банк приложенийӗпе усӑ курма май паракан сиенлӗ программа лартассине хускатса янӑ. Халӗ ӗнтӗ хӗрарӑмӑн, паллах, питӗ пысӑк ставкӑпа панӑ кредита тӳлемелле пулать.
https://www.bashinform.ru/news/law/2025-04-16/dve-ufimki-popalis-na-samye-rashozhie-ulovki-moshennikov-4201325