

Иртнӗ талӑкра республикӑра пурӑнакансем аферистсене 5 миллион тенкӗ ытла панӑ: полицие улталани ҫинчен 10 пӗлтерӳ килнӗ.
61 ҫулти пенсионерка Уфа полицине килнĕ. Хӗрарӑм ҫапла ӑнлантарса панă: ӗнер ун патне домофон уҫҫисене леçмелли служба сотрудникӗ пек палламан ҫын шӑнкӑравланă. Уфимкӑна вӑл уҫҫисене улӑштарма кирлӗ тесе смс кодне ҫыртарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Часах ун телефонӗ ҫине "документсене йӗркелеменнипе" ҫыхӑну номерӗсемпе хăратакан пӗлтерӳсем килме пуҫланă. Асӑннӑ номерсемпе шӑнкӑравласа, уфимка Роскомнадзорăн, следстви органӗсемпе ФСБ сотрудникӗсем пек паллаштарнӑ ултавҫӑсен серепине лекнӗ.
Вӗсем хӗн-хур курнӑ ҫынна унăн даннӑйӗсене вӑрланине, унӑн ячĕпе суя кредитсемпе доверенность ҫырса хунине ӗнентернӗ. "Укҫа-тенке хӳтӗлес" сӑлтавпа усал шухӑшлӑ ҫынсем хӗрарӑма "хӑрушсӑрлӑх счетне" укҫа-тенкӗ куҫарма ӳкӗтленӗ. Юлашкинчен вӑл, мошенниксен сӑмахӗсене ӗненсе, суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче вырнаҫнӑ банкомат урлӑ 1 миллион тенкӗ ытла куҫарнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.