

Киберпреступниксем интернетра улталамалли ҫӗнӗ тӗссемпе схемӑсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.
Час-часах ҫынсем ултавҫӑсемшĕн парне пулса тӑраҫҫӗ, пысӑк укҫа куҫараҫҫӗ.
Аферистсен аллине лекес мар, вĕсенчен инкек курас мар тесе, çамрӑксен "Вектор" центрӗн специалисчӗсемшӗн Раҫҫей ООП ОМВД Пишпÿлек районӗнчи полици начальникӗн заместителӗ полици майорӗ В.Н. Тикшаев "Асӑрханăр, мошенниксем!" калаçу ирттернĕ.
Калаҫу пынӑ май вӑл интернет-мошенниксене йӗрлесе тупма питӗ йывӑрри ҫинчен ӑнлантарса панă. Ҫавӑнпа та палламан номертен шăнкăравласан нихҫан та хуравламалла мар, хӑвӑн даннӑйсене пӗлтермелле мар.
#ОсторожноМошенники
#МолодежныйЦентрВектор
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрӑксен "Вектор" центрӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916?from=groups