Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Право тата закон
5 Майӑн 2025, 05:41

Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче ултавҫӑсене 4 млн ытла тенкӗ панӑ

Пушкӑртра талăк хушшинче икӗ ҫын, пӗтӗмпе 4,5 миллиона яхӑн тенкӗ ҫухатса, аферистсенчен инкек курнă.

Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче ултавҫӑсене 4 млн ытла тенкӗ панӑПушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче ултавҫӑсене 4 млн ытла тенкӗ панӑ
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче ултавҫӑсене 4 млн ытла тенкӗ панӑ

Пушкӑртра талăк хушшинче икӗ ҫын, пӗтӗмпе 4,5 миллиона яхӑн тенкӗ ҫухатса, аферистсенчен инкек курнă.

Сӑмахран, республикӑри Учалă районӗнчи 65 ҫулти ҫын, 590 пин тенкӗ маларах хывнӑ "инвестицине" каялла тавӑрас ӗмӗтпе, мошенниксене 2 миллион тенке яхӑн куҫарнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ кредит укçи пулнӑ. Уфа районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти ҫын хӑйӗн укҫи-тенкине 2,5 миллион ытла ҫухатнӑ, инвестици компанийӗн ӗҫченӗсем пек пулнă ултавçăсен счетне куçарса парса, вĕсем тупӑш пама пулнӑ имĕш.

ПР МВД сыхӑ пулма, хӑвăрăн укҫăра кама та пулин шанса парас умӗн информацие тӗрӗслеме кирли ҫинчен асӑрхаттарать.

https://mgazeta.com/news/novosti/2025-05-04/zhiteli-bashkirii-za-sutki-otdali-moshennikam-bolee-4-mln-rubley-4222584

 

Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче ултавҫӑсене 4 млн ытла тенкӗ панӑ
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче ултавҫӑсене 4 млн ытла тенкӗ панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас