Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсене пула кун каҫиччен 10 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. ПР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек курнисенчен пӗри — 72 ҫулти уфимка, хӑйӗн укҫи-тенкине 2,5 млн ҫухатнӑ. Пурте мессенджерта пӗлтернӗ тӑрӑх пуҫланнă: хӗрарӑма унӑн ĕçĕнчи ертӳҫи пек ҫырнӑ. Вӑл компани сотрудникӗсен личнӑй даннӑйӗсем уҫӑ вырӑнта пулни ҫинчен, халӗ ун ятĕнчен кредитсем илме тӑрӑшни ҫинчен пӗлтернӗ. «Укҫана ҫӑлас тесен» «ФСБ сотрудникӗн» шӑнкӑравласа пĕлтернĕ хушусене пурнӑҫламалла.
Шӑнкӑрав хӑйне кӗттермен — анчах провод тепĕр енче финанс мониторингӗн суя представителӗ пулнă. Вӑл ятарлӑ службӑсен контрольӗнчи лару-тӑру ҫинчен ҫирӗппӗн пӗлтернӗ, ан пӑшӑрхан, тенӗ. Шанакан пенсионерка хӑйӗн 2,5 млн тенкӗ пуçтарнă укçи пурри ҫинчен каласа парсан, мошенник ҫавӑнтах «хӳтӗлеме» — преступниксене тытнӑ хыҫҫӑн укҫине каялла тавӑрса пама пулнӑ.
Хӗрарӑм, калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, банкри пӗтӗм укҫине хывнă, банк сотрудникĕсене чирлӗ ачана пулӑшасшӑн пулни ҫинчен ӑнлантарса панă. Унтан, аферистсен инструкцийӗсене итлесе, вӑл банкомат урлӑ пысӑк укҫа куҫарнӑ. «Служба сотрудникӗсем» унӑн хваттерне страхлани ҫинчен детальсене тӗпчеме тытӑнсан тин пенсионерка темскер аван мар япала пулнине сиснӗ те полицие кайнă.
Халӗ мошенничество факчӗпе уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.