Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Право тата закон
16 Июнӗн 2025, 07:00

Уфара мошенниксен «аллине» студент лекнӗ

Пушкӑрт ҫыннисем иртнӗ талӑкра аферистсене 3 миллион тенкӗ ытла панӑ, пӗлтерет Пушкӑрт МВД пресс-служби.

Уфара мошенниксен «аллине» студент лекнӗУфара мошенниксен «аллине» студент лекнӗ
Уфара мошенниксен «аллине» студент лекнӗ

Пушкӑрт ҫыннисем ултавҫӑсен аллине лекеҫҫӗ. Иртнӗ талӑкра вӗсем аферистсене 3 миллион тенкӗ ытла панӑ, пӗлтерет Пушкӑрт МВД пресс-служби.

Ҫапла, Уфари 22 ҫулти студент 500 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Ҫамрӑк ҫынна хӑй вӗреннӗ университет деканатӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ. Ҫамрӑк ҫын портфолиона вӑхӑтра паманни ҫинчен пӗлтернĕ, сайта куҫма ыйтнă. Уфимец, хӑй йӑнӑш тунине сисмесӗрех, ыйтнине пурнӑҫланă.

Тепӗртакран мессенджерсенчен пӗринче унӑн Госуслугинчи аккаунтне уçни ҫинчен пӗлтернĕ. «Госуслуги пулӑшӑвӗн службисем» рекомендацийӗпе хӗн-хур тӳснӗ ҫын 500 пин ытла тенкӗлӗх кредит илнӗ те укҫине «хӳтӗленӗ картта» ҫине куҫарнӑ. Юлашки хут укҫа тӳленӗ чухне студент иккӗленсе кайнă та интернетра информацие тӗрӗслеме шутланă. Ултавҫӑсем кӑтартса панӑ счета шырани хӑй ҫуккине, схема – классикӑлла ултав пулнине кӑтартса панă.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-06-15/v-ufe-v-lapy-moshennikov-ugodil-student-4276620

 

 

Уфара мошенниксен «аллине» студент лекнӗ
Уфара мошенниксен «аллине» студент лекнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас