Иртнӗ талӑкра республикӑра мошенничествӑн ултă фактне тата банк карттисенчен укҫа вӑрланă ултă факта регистрациленӗ.
ПР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Альшей районӗнче пӗр харӑсах икӗ пысӑк мошенничество пулса иртнӗ. Ҫапла, полици уйрӑмне 1957 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пынă. Инвестици компанийӗн сотрудникӗсем шутланакан паллӑ мар ҫынсемпе вӑл икӗ эрне ытла хутшӑннă. Каярахпа вӗсем хӗрарӑма 1 млн та 600 пин ытла укҫа банкри паллӑ мар счет ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ, вӗсенчен 1 млн та 288 пин тенкӗ хӑйĕн, 400 пин ытла мӑшӑрĕн укҫи пулнӑ.
Ҫакӑн пек лару-тӑру районта пурӑнакан тепӗр 1967 ҫулта ҫуралнӑ ҫынпа та пулса иртнĕ. Вӑл суя инвесторсене 1 млн 55 пин тенкӗ ярса панӑ, вӗсенчен 25 пин тенкӗ кӑна хăйĕн пухнă укçи пулнă, ытти кредит укҫи пулнӑ.
Ҫак фактсем тӑрӑх «мошенничество» статьяпа уголовлӑ ӗҫсем хускатнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.