Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Право тата закон
27 Июнӗн 2025, 06:05

Уфара шкул ачи ултавҫӑсене 4 млн тенкӗ панӑ

Полицие ҫамрӑк ачан ашшӗ пынă.

Уфара шкул ачи ултавҫӑсене 4 млн тенкӗ панӑУфара шкул ачи ултавҫӑсене 4 млн тенкӗ панӑ
Уфара шкул ачи ултавҫӑсене 4 млн тенкӗ панӑ
Полицие ҫамрӑк ачан ашшӗ пынă.
Уфари шкул ачин ҫемйи ултавҫӑсене пула 4 млн тенкӗ ҫухатнӑ. 36 ҫулти арҫын полицире хӑйӗн ывӑлне, 8-мӗш класра вӗренекенскере, ултавҫӑсем улталанине пӗлтернӗ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫамрӑк ачапа мессенджер урлӑ ҫыхӑннӑ, ЦБ, Росфинмониторинг тата медучреждени ӗҫченӗсем тесе паллашнă.
«Медтӗрӗслев» тата «чикӗ леш енне куҫарассинчен хӳтӗленес» сӑлтавпа ӑна чылай банк операцийӗсене пурнӑҫлама хистенӗ. Ҫемье бюджетне 4 млн тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе пӗлтернĕ ПР МВД пресс-службинче.
 
Сӑнÿкерчӗкĕ: Ксения Калинина.
 
 
 
Уфара шкул ачи ултавҫӑсене 4 млн тенкӗ панӑ
Уфара шкул ачи ултавҫӑсене 4 млн тенкӗ панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас