Июнĕн 30-мӗшӗнчен пуҫласа июлĕн 6-мӗшӗччен мошенничествăн профилактика эрнине ирттерме палӑртнӑ. Июнӗн 26-мӗшӗнче, район администрацийӗнче ултавлӑ ӗҫсене чарса лартас ыйтусене халалланӑ ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ. Ларӑва муниципаллӑ район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хутшӑннӑ. Мероприятие хутшӑнакансем район территорийӗнче ултав тӗслӗхӗсене сирсе ярассипе мероприятисем йӗркелес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн халӑх ӑнланулӑхӗн шайне ӳстерес тӗллевпе конкретлӑ мерӑсем хатӗрленӗ. Структура подразделенийӗсен ертӳҫисене информаци материалӗсем — ултав профилактикине халалланӑ буклетсемпе сасă паллисем хатӗрлеме задани панӑ. Унсӑр пуҫне коллективсенче пухусем ирттерме, предприятисенче ӗҫлекенсем, шкул ачисем тата суту-илӳ центрӗсене ҫӳрекенсем хушшинче тивӗҫлӗ информаци сарма палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.