Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Право тата закон
7 Июлӗн 2025, 05:40

Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!

Хушăлкари Культура çуртӗнче ачасене хӑрушсӑрлӑх тата ултава хирӗҫ кӗрешмелли сӑлтавсене вӗрентес тӗллевпе ятарлӑ мероприяти ирттернĕ.

Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!
Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!

Хушăлкари Культура çуртӗнче ачасене хӑрушсӑрлӑх тата ултава хирӗҫ кӗрешмелли сӑлтавсене вӗрентес тӗллевпе ятарлӑ мероприяти ирттернĕ. Ҫакна шӑпах халӗ тумалла пулнӑ, мӗншӗн тесен пирӗн ачасем виртуаллӑ уҫлӑхра час-часах хӑрушлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ — социаллӑ сетьсем-и, вӑйӑсем-и е онлайн-туянусем-и.

 Заняти вӑхӑтӗнче ачасем:

- Шанчӑксӑр ҫырусемпе пӗлтерӳсене мӗнле пӗлмелле?

- Палламан ҫынсене харпӑр информаципе мӗншӗн пĕлтерме юрамасть?

- Онлайн-шопингра хӑрушсӑрлӑх правилисене мӗнле пӑхӑнмалла?

- Телефон — тус-и, тӑшман-и пулнине пĕлнĕ.

Заданисемпе, квестсемпе усӑ курнă, вӗсене пула ачасене пӗлтерӗшлӗ пӗлӗве ӑса хывма ҫӑмӑлрах пулнă. Шанатпӑр, халӗ вӗсем хӑйсене те, ҫывӑх ҫыннисене те пулма пултаракан хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлеме пултарӗҫ. Ачасем телефонри ултав темипе плакатсем ӳкернӗ.

Асра тытни паха: ултава хирĕç профилактика пӗчӗкрен пуҫланать! Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пӗрле тӑрӑшар.

#детскаябезопасность #антимошенничество #детскиемероприятия

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/club116068194

 

 

Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!
Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!
Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!
Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!
Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!
Интереслӗ калаҫу — вăйă выляни!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас