

Хӗрарӑмсем анлӑ сарӑлнӑ ултавлӑ схемӑсене пула шар курнӑ, пӗтӗмпе 2 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ.
Шар курнӑ çынсенчен пĕри Белорецкри вӗрентӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен 35 ҫулти хӗрарӑм. Ӑна шӑнкӑравлакан инвестици компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллашнӑ, интернетра ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ, ун хыҫҫӑн ӑна «куратора» панӑ, вӑл приложение лартса суту-илӳ пуҫлама ӗнентернӗ. Пӗр уйӑх тăршшĕнче вӑл хӑйӗн «инвестици портфельне» — 1,5 миллион тенке яхӑн укҫи-тенкине тата кредитпа, унтан пӗлӗшӗсенчен илнӗ 500 пин тенкине хывнӑ. «Инвестор» «тупӑша» кӑларма тӑрсан харпӑр кабинета кӗме чарнӑ, ултавҫӑсем ҫухалнӑ.
Иккӗмӗш тӗслӗх Стерлитамакра пулса иртнӗ. Аптекӑра ӗҫлекен 30 ҫулти хӗрарӑм патне «Энергосбыт» ӗҫченӗ шӑнкӑравласа счетчика улӑштарма СМСри «код тӗрӗслемелли» пирки пӗлтернӗ имӗш. Хӗрарӑм ултавҫӑсене унӑн даннӑйӗсене кӗме май пани ҫинчен код пӗлтернӗ. Унтан ӑна «банк ӗҫченӗ» тепӗр хут шӑнкӑравланӑ, ун ячӗпе кредитсем илме хӑтланнине, вӗсене пӑрахӑҫлама хирӗҫ заявкӑсем памаллине пӗлтернӗ. Юлашкинчен хӗрарӑм 300 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ те укҫана аферистсен счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Пушкӑртстанри МВД асӑрхаттарать: СМСри кодсене, парольсемпе карттӑсен даннӑйӗсене нихӑҫан та никама та ан пӗлтерӗр, счетсене блокировкӑланине тата «хӑрушлӑхсӑр куҫарусене» ан ӗненӗр. Иккĕлентерекен шӑнкӑравсем пулсан тӳрех банка кайӑр.