Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Право тата закон
10 Июлӗн 2025, 06:46

Полици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти кӑнтӑрлахи лагерьте полици сотрудникӗсемпе тӗлпулу иртнĕ.

Полици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕПолици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ
Полици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ
"Ачалӑх хӑрушсӑрлӑхӗ" акци шайӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти кӑнтӑрлахи лагерьте полици сотрудникӗсемпе КДН тата ЗП секретарӗпе Ю.И. Денисовпа,  ИГДН аслӑ инспекторӗпе Л.К. Денисламовапа тӗлпулу иртнĕ. Полици ӗҫченӗсем ачасемпе хӑрушсӑрлӑх, ҫул ҫитменнисен хушшинче йӗркене пӑсассинчен сыхланас, право пӗлӗвне ӳстерес тата саккуна хисеплес ыйтусемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Сӳтсе явмалли тӗп темӑсем çапла пулнă:
- Урамра та, килте те хӑвна хӑрушсӑр тытмалли правилӑсем.
- Обществӑлла вырӑнсенче хӑвна мӗнле тӗрӗс тытмалла.
- Палламан ҫынсемпе хутшӑнас хӑрушлӑх пур.
- Ачасен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хирӗҫ преступленисен профилактики.
- Саккун мӗн вӑл тата правилӑсене пӑхӑнни мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ.
- Супермаркетсенче вӑрлани .
Унсӑр пуҫне лагерьти педагогсен йышӗпе лагерь территорийӗнчен тухнӑ ачасен тыткаларӑшне тӗрӗслемелли тата уҫӑлса ҫӳреме, экскурсисене йӗркеленӗ чухне асӑрханмалли пирки ӑнлантару ӗҫӗ ирттернӗ.
Мероприяти хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене пӗтӗмӗшле сӳтсе явнипе тата ачасене памяткӑсем панипе вӗҫленнӗ.
Тӗлпулу палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ачасем хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки пӗлтерӗшлӗ пӗлӳ илнӗ, саккуна пӑхӑннин пӗлтерӗшне ӑнланнӑ. Воспитательсене ҫул ҫитмен ачасен хушшинче преступлени тӑвассинчен сыхланмалли мерӑсем тата ачасем хӑйсене тӗрӗс мар тытнипе ҫыхӑннӑ пулма пултаракан хӑрушлӑхсем ҫинчен информаци панӑ.
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
 
 
 
Полици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ
Полици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ
Полици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ
Полици ĕçченĕсем шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас