

Мияки районӗнче пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен парни пулнӑ. Ӑна мессенджер урлӑ шӑнкӑравланӑ, ҫыхӑну операторӗн ӗҫченӗ пек паллаштарнӑ, сим-карттӑна улӑштарма сӗннӗ.
Шанакан хӗрарӑм телефон ҫине асӑннӑ цифрӑсене кӗртнӗ, темиҫе кунран ун ячӗпе 50 пин тенкӗлӗх кредит илнине пӗлнӗ. Укҫа тӳрех ултавҫӑсен счечӗ ҫине кайнӑ.
Район прокуратури тӗрӗслев ирттерсе суда кайнă. Суд сделкăна вăйра тăмасть тесе йышӑннӑ, халӗ пенсионеркӑн банка укҫа тавӑрса пама тивмӗ.
Асӑрхануллӑ пулӑр! Шӑнкӑравлакан ҫын банк е мобильлĕ оператор ӗҫченӗ пек туйӑнсан та карттӑсен даннӑйӗсене, кодсене смс-ран никама та ан пӗлтерӗр.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-07-10/pensionerku-iz-bashkirii-obmanuli-moshenniki-no-prokuratura-pomogla-spisat-dolg-4309851