Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Право тата закон
14 Июлӗн 2025, 07:42

Ултавҫӑсем уфимкӑран 2 млн тенкӗ ытла туртса илнĕ

Иртнӗ талӑкра ултавҫӑсене Пушкӑртстанра пурӑнакансем тата 5 млн тенкӗ ытла панӑ, пӗлтернӗ регионти МВД пресс-службинче.

Ултавҫӑсем уфимкӑран 2 млн тенкӗ ытла туртса илнĕУлтавҫӑсем уфимкӑран 2 млн тенкӗ ытла туртса илнĕ
Ултавҫӑсем уфимкӑран 2 млн тенкӗ ытла туртса илнĕ

Иртнӗ талӑкра ултавҫӑсене Пушкӑртстанра пурӑнакансем тата 5 млн тенкӗ ытла панӑ, пӗлтернӗ регионти МВД пресс-службинче.

Шар курнисен хушшинче — паллӑ мар ҫынсем шӑнкӑравласа "Госуслуги" портал ӗҫченӗсем, банк ӗҫченӗсем тата право хуралӗн органӗсен ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ 82 ҫулти уфимка. Абонент номерне тӗрӗслес, малашне ултавлӑ ӗҫсене чарса лартас сӑлтавпа ватӑ хӗрарӑм аферистсене 2,1 млн тенке яхӑн куҫарса панӑ. Вӗсенчен 1,3 млн тенки — харпӑр перекетлесе пуçтарни, ытти укҫа — кивҫен илнӗ укҫа пулнă. Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Янаул районӗнче ҫав кун ҫавӑн пекех лару-тӑру пулса иртнӗ. 43 çулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1,750 млн тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутран 250 пин тенки кӑна харпӑр укҫи пулнӑ, ытти укҫи унӑн ывӑлӗн пулнӑ. Ҫавӑн пекех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

«Сирӗн тӗлӗшпе саккунсӑр операци туни пирки калакан иккӗленӳллӗ шӑнкӑрав пулсан калаҫӑва татма сӗнетпӗр. Укҫа-тенкӗре хӑрушлӑхсӑр счет ҫине ан куҫарӑр, палламан ҫынсене телефонпа хӑвӑрӑн персоналлӑ даннӑйсене, ҫавӑн пекех банк реквизичӗсене ан пӗлтерӗр, хӑвӑр палламан ҫынсен сӗнӗвӗсемпе хӑвӑр телефон ҫине палламан приложенисем ан вырнаҫтарӑр. Укҫа-тенке паллӑ мар реквизитсемпе куҫарнӑ чухне сыхӑ тӑрӑр, тӗрӗсленӗ сайтсемпе кӑна усӑ курӑр», — тесе палӑртнӑ Пушкӑртстанри МВД пресс-службинче.

Сӑнÿкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

 

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-07-13/moshenniki-vymanili-u-ufimki-bolee-2-mln-rubley-4312130

 

 

 

Ултавҫӑсем уфимкӑран 2 млн тенкӗ ытла туртса илнĕ
Ултавҫӑсем уфимкӑран 2 млн тенкӗ ытла туртса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас