

Усал шухӑшлӑ ҫынсем ултав серепине лекнисемпе тӗрлӗ патшалӑх тытӑмӗн ӗҫченӗсем тесе темиҫе номертен ҫыхӑннӑ.
Уфара пурӑнакан çулланнă хӗрарӑм ултавҫӑсен парни пулса тӑнӑ. Пушкӑртстан МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, 84 ҫулти хула çынни полицие хӑйӗнчен 1,5 млн тенке яхӑн вӑрлани пирки заявлени ҫырнӑ.
Пенсионерка ӑна телефон компанийӗн, «ҫар прокуратурин» тата «ФСБ юрисчӗсен» суя ӗҫченӗсем стационар телефонӗпе шӑнкӑравланине каласа кӑтартнӑ.
Ҫакӑн пекех заявленипе полицие Бирскра пурӑнакан 72 ҫулти арҫын килнĕ. Ултавҫӑсем унпа мессенджер урлӑ ҫыхӑннӑ та «ФСБ ӗҫченӗсем» тесе паллаштарнӑ. Ултавҫӑсем укҫа-тенке «Центробанкри хӑрушлӑхсӑр счетра» сыхламаллине хистенӗ. Юлашкинчен усал шухӑшлӑ ҫынсем тӳлев мобильлӗ приложени урлӑ 1 млн тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Иртнӗ талӑкра ултавҫӑсен чеелӗхне республикӑра пурӑнакан вунă ҫын ҫакланнӑ.