

Стерлитамакра пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм патне малтан домофона улӑштарасси пирки шӑнкӑравланӑ, унтан полици ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Улталаннӑ пенсионерка хӑйӗн укҫине «хӳтӗлеме» хӑтланса ултавҫӑсене хӑй пухса пынă 1 000 000 тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Пӗлни паха: Никама та СМС-кодсене ан калӑр — шӑнкӑравлакан ҫын банк е полици ӗҫченӗ пек туйӑнсан та. Енчен те сирĕн Госуслугăра блокировка тунине пӗлтерчӗҫ пулсан ан шикленӗр — аккаунта яланах юсама пулать. Анчах ултавҫӑсене ярса панӑ укҫана тавӑрма вара май ҫукпа пӗрех.
Сыхӑ пулӑр! Сире улталаҫҫӗ пек туйӑнать-тӗк — тӳрех полицие 102 номерпе шӑнкӑравлӑр.