Республикӑра банк счечӗсемпе улталаннӑ тӗслӗхсене ҫырсах тӑраҫҫӗ. Юлашки талӑкра ултавҫӑсем тӑхӑр ҫынна улталанă тесе пӗлтерет Пушкӑртстанри МВД пресс-служби.
Ултавлӑ схемӑсен тӗслӗхӗсем:
68 ҫулти уфимка Пенси фончӗн тата ФСБăн суя ӗҫченӗсенчен шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн 2 миллион тенке «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем ӑна пенсие ҫӗнӗрен шутласа пама «ултавҫӑсенчен хӳтӗленме» укҫа кирлине ӗнентернӗ.
Уфара пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм «Раҫҫей Почтин», «ЦБ» тата «ФСБ» ӗҫченӗсем пек паллаштарнӑ аферистсене ӗненсе 900 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсем ӑна Госуслугари даннӑйсене «счета хӳтӗлес» тесе улӑштарма ӗнентернӗ.
Нефтекамскри 62 ҫулти пенсионерка «Раҫҫей Почти» тата «Госуслуги» сотрудникӗсем тесе паллаштарнӑ ултавҫӑсенчен шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн 900 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Вӗсем ӑна ют ҫынсенчен «перекетленĕ укçана сыхласа хӑварма» шантарнӑ.
Янаул районӗнчи 51 ҫулти хӗрарӑм 400 пин тенке инвестицисенчен «пысӑк тупӑш» пама шантарнӑ суя брокерсене куҫарнӑ.
Пушкӑртстанри МВД асӑрхаттарать: банксемпе патшалӑх органӗсем укҫа куҫарма ыйтса шӑнкӑравламаҫҫӗ. Шанчӑксӑр шӑнкӑравсем пулсан калаҫӑва тӳрех чармалла, номере блокировка тумалла.