Дистанциллӗ ултавҫӑсем тӗрӗсленӗ схемӑсемпе усӑ кураҫҫӗ.
ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 64 ҫулти уфимец чутах ултав чӳкӗ пулман. Шӑнкӑрав килти телефонпа пысӑк телекоммуникаци операторӗн представителӗ тенӗ ҫынран килнӗ. Оборудование улӑштармалла тесе ултавҫӑ арҫыннӑн паспорт даннӑйӗсене илӗртнӗ.
Малалла ун патне «правӑна сыхлакан органсен ӗҫченӗсем» шӑнкӑравланӑ. Вӗсем уфимецӑн счечӗ ҫинчен «туслӑ мар ҫӗршывсене» куҫарусем пыраҫҫӗ имӗш, мӗнпур укҫана халех кӑларса вӗсене пама хытарсах сӗннĕ. Арҫын банка кайнӑ. Унта, шухӑшласа кӑларнӑ сиплев сӑлтавӗпе, вӑл 1 миллион та 700 пин тенкӗ илнӗ. Анчах та киле таврӑннӑ чухне уфимец шӑнкӑравлакансен сӑмахӗсем тӗрӗссине иккӗленме пуҫланӑ, вӗсен малашнехи инструкцийӗсене пурнӑҫламан. Вӑл килне таврӑннӑ, телефонпа илнӗ информацие тепӗр хут тишкернӗ те кӗҫех ултавҫӑсен чеелӗхне ҫакланнине ӑнланнӑ.