Стерлитамакра пурӑнакан хӗрарӑма мессенджерта илсе ҫитерекен службӑран имӗш, заказлӑ ҫыру килнине пӗлтернӗ.
Палламан ҫынсем СМСри кодне калама ыйтнӑ. Хӗрарӑм ҫапла тусан унпа ултавҫӑсем ҫыхăннă.
Вӗсем Госуслугинчи унӑн аккаунтне ҫӗмӗрнӗ, укçа-тенке ҫӑлас тесен часрах «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫармалла тенĕ. Хӗрарӑм ӗненнӗ те 590 пин тенке асӑннӑ номерсем ҫине куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем ҫухалнӑ.
Полици асӑрхаттарать:
- Сиртен СМСри кодсем ыйтма никамӑн та, нихӑҫан та ирӗк ҫук.
- Банкран, патшалӑх службисенчен е леҫсе паракансенчен никам та «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине укҫа куҫарма ыйтмӗ.
- Сирӗн пата ҫакӑн пек ыйтусемпе шӑнкӑравлаҫҫӗ пулсан – вӗсем ултавҫӑсем. Телефон трубкине хурӑр та хӑвӑр банка е организацие официаллӑ номерпе шӑнкӑравлӑр.
- Сире улталама хӑтланаҫҫӗ пулсан тӳрех полицие шӑнкӑравлӑр.