Çутă çул
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
8 Октябрӗн 2025, 11:02

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине 200 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ

Пушкӑртстанри Белорецк районӗнчи МВД пайне 70 ҫулти пенсионерка ултав пирки заявлени ҫырнӑ.

Заявлени ҫыракан хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, малтан ӑна хӗр стационар телефонӗ ҫине шӑнкӑравланӑ, «Ростелеком» компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, белоречанкӑн ҫыхӑнушӑн тӳлеме ҫӑмӑллӑхсем пурри пирки пӗлтернӗ. Вӗсемпе усӑ курас тесен вара доверенность ҫырмалла. «Кирлӗ документсем хатӗрленӗ» май ватӑ хӗрарӑм хӑйӗн паспорт даннӑйӗсене асӑннă, каласа панă Республикӑри МВД пресс-службинче.

Малалла ӑна стационар телефонӗ ҫине тата шӑнкӑравланӑ, шӑнкӑравлакансем влаҫ органӗсен сотрудникӗсем пек тата юристсем пек паллаштарнӑ. Вӗсем хӗрарӑма унӑн пӗтӗм укҫине ултавҫӑсем ют патшалӑх счечӗсем ҫине куҫарнине, ӑна хӑйне ҫакӑншӑн айӑплассине ӗнентернӗ. Кун пек чухне кӗҫех ун килне налук ӗҫченӗсем унӑн мӗн чухлӗ укҫа пуррине тӗрӗслеме килеҫҫӗ имӗш.

Хӑраса ӳкнӗ пенсионерка «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарма мӗнпур укçине хывнӑ. Ӑна укҫа килсен юрист ӑна казначействӑра тӗрӗслессине, вӗсем ют ҫӗршывра вӗсен сӑррипе пичетленменнине, пурте йӗркеллӗ пулсан, ыран, ирхи пилĕк сехетре налук ĕçченĕсем тата следователь килсе ҫав укҫана илсе килессине ӗнентернӗ. Унпа урӑх никам та ҫыхӑнӑва тухман.

Пӗтӗмӗшле илсен пенсионерка ултавҫӑсене 200 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Ку фактпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

«Хисеплӗ граждансем, хӑрушсӑрлӑх счечӗсем ҫуккине аса илтеретпӗр. Правӑна сыхлакан органсен ӗҫченӗсем сирӗн счет ҫинче мӗн чухлӗ укҫа выртнине сиртен пӗлеймӗҫ, унтан та ытларах вӗсене ӑҫта та пулин куҫарма ыйтмӗҫ. Сире палламан номерсенчен шӑнкӑравласа сирӗн укҫа кӳршӗллӗ патшалӑхсен счечӗсем ҫине каять теҫҫӗ пулсан, эппин, эсир ултавҫӑсемпе калаçатӑр!» — ăнлантарнă ведомствӑра.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-10-07/zhitelnitsa-bashkirii-perevela-na-bezopasnyy-schet-bolee-200-tysyach-rubley-4418295

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине 200 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине 200 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас