Вӑл тӗрлӗ службӑсен, çав шутра Пенси фончӗ, Роспотребнадзор, Центробанк тата ФСБ суя ӗҫченсене ӗненнӗ.
Усал шухӑшлӑ ҫынсем Нефтекамскра пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑма унӑн укҫи хӑрушлӑхра пулнине, ӑна васкавлӑ ятарлӑ счет ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм вӗсен инструкцийӗсене пăхăннă. ПР МВД пӗлтернӗ тӑрӑх, малтан ӑна пенси фончӗн ӗҫченӗ страхлав стажне тепӗр хут пӑхса тухас ыйтупа шӑнкӑравланӑ имӗш. Кайран Роспотребнадзортан шӑнкӑрав ҫитнӗ, ӑна ултавҫӑсемпе хутшӑнни пирки асӑрхаттарнӑ. Малалла Центробанкӑн ӗҫченӗ аферистсем ун ячӗпе кредит илни ҫинчен пӗлтернӗ, унтан ФСБ суя ӗҫченӗ хӗрарӑма хӑратнӑ.
Укҫана сыхласа хӑварас тесе гражданкӑна пур пек укҫана хӑрушлӑхсӑр счет ҫине хума ӳкӗтленӗ, вӑл ҫапла тунӑ та, 630 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Ку фактпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
МВДра аса илтереҫҫӗ: СМС-ран кодсене никама та калама юрамасть; Центробанкран, Роспотребнадзортан тата ФСБран граждансене шӑнкӑравламаҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/law/2025-10-24/zhitelnitsa-bashkirii-poteryala-polmilliona-rubley-iz-za-zvonkov-moshennikov-4439055