Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
10 Ноябрӗн , 11:16

Путин МВД ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ

#владимирпутин

Путин МВД ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ
Путин МВД ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ
#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин ноябрӗн 10-мӗшӗнче МВД ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланă, вӗсем ӗҫе парӑннине, яваплӑха туйса хӑйсене шеллеменнине палӑртнă.  
«Хисеплӗ юлташсем! Туссем! МВД ветеранӗсен харпӑр йышне тата гражданла персоналне уяв ячӗпе — Шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсен кунӗпе саламлатӑп», - тенӗ Путин уяв ячӗпе хӑйӗн видеоҫыхӑнӑвӗнче.
Президент палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кун хӑйсене кӑткӑс та яваплӑ ӗҫе халалланисене чыслаҫҫӗ. Вӗсем вӑй-халне шеллемесӗр, час-часах пурнӑҫне шеллемесӗр хӑйсен службӑри тата гражданла тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ҫынсем, преступноҫпа, пусмӑрпа, йӗркесӗр ӗҫсемпе пӗр хирӗҫмесӗр кӗрешекенсем пулнине палӑртнă вӑл. Ҫак уяв кунӗнче те вӗсем хӗсметре, дежурствӑра, вӑйлатнӑ режимра тата постсенче граждансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Шӑпах ҫакӑн пек хӑйсен профессийӗпе чысне парӑннӑ ҫынсем Шалти ĕҫсен министерствин шанчӑклӑ тӗрекӗ яланах пулнӑ, халӗ те ҫаплах, палӑртнă Путин.
Раҫҫей лидерӗ МВД паян та патшалӑх тытӑмӗн тӗп тӗрекӗсенчен пӗри пулнине тата ведомство граждансен хӑрушсӑрлӑхне шанчӑклӑн шантарса ҫӗршыв ӑшӗнчи йӗркене тытса пынине, стратегиллӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑннине тата Раҫҫее вӑйлӑ право тата демократи патшалӑхӗ пек ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине хушса каланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
 
 

 

Путин МВД ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ
Путин МВД ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас