Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
10 Ноябрӗн , 10:09

Уфара пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ

73 ҫулти пенсионерка преступниксен парни пулса тӑнӑ.

Уфара пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ
Уфара пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ
73 ҫулти пенсионерка преступниксен парни пулса тӑнӑ.
Малтан ӑна мессенджерта «унчченхи ӗҫтеш» ҫырнӑ, вӑл хӗрарӑмпа правӑна сыхлакан органсен ӗҫченӗ ҫыхӑнасси пирки асӑрхаттарнӑ. Унтан ӑна ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ.
 
Вӑл уфимкӑна «шанчӑксӑр куҫарусемшӗн» уголовлӑ ӗҫ кӗтет тесе пӗлтернӗ, «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарнипе укҫине «ҫӑлма» сӗннӗ. Пенсионерка сĕнÿсене пурнӑҫланӑ, хӑйӗн мӗнпур перекетленĕ укçине – 2 миллион тенкӗ ытла – куҫарнӑ.
 
Ултав ӗҫӗпе уголовлă ӗҫ пуҫарнӑ.
 
Полицире асӑрхаттараҫҫӗ:
 
Банк, полици е ФСБ чӑн-чӑн ӗҫченӗсенчен пӗри те сиртен телефонпа укҫа куҫарма ыйтмӗ.
 
Нихӑҫан та никама та ан пӗлтерӗр:
 
  банк карттин даннӑйӗсене (номер, срок действия, CVV-код)
 
  СМС килнĕ кодсене
 
  паспорт даннӑйӗсене, ИНН, СНИЛС. 
 
Кирек мӗнле шанчӑксӑр шӑнкӑрав пулсан трубкӑна хурӑр, ан калаçăр.
 
 
Уфара пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ
Уфара пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас