Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
24 Ноябрӗн , 09:57

Пушкӑртстанра пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 млн тенке яхӑн «парнеленӗ»

Пушкӑртстанра пурӑнакансем аферистсене пысӑк укҫа парсах тӑраҫҫӗ. Сиен миллионшар тенкӗпе танлашать тесе палӑртнӑ регионти МВДра.

Ултавҫӑсен ӗҫӗнчен шар курнисен хушшинче — Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм. Инвестици компанийӗн суя ӗҫченӗсемпе виҫӗ эрне ытла калаҫнӑ вӑл. Юлашкинчен вӗсем хӗрарӑма тупӑш илес сӑлтавпа 1 млн тенке яхӑн паллӑ мар банк счечӗсем ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗсенчен 400 пин тенке яхӑн унӑн харпӑр перекетленĕ укçи-тенки, 500 пин тенкӗ ытла — заем укҫи пулнă. Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Октябрьский хулинчи 48 ҫулти арҫынпа та ҫакнашкал лару-тӑру пулнӑ. Вӑл вара суя инвесторсене 450 пин тенке яхӑн харпӑр хӑйĕн укҫи-тенкине ярса панӑ.

Ҫав вӑхӑтра Уфара паллӑ мар ҫынсем ҫыхӑну операторӗсемпе тата «вӑй структурисен представителӗсемпе» паллаштарса 71 ҫулти арҫын патне шӑнкӑравланӑ, абонент номерне пӑхса тӑмалли вӑхӑта тӑсас, налук декларацийӗ хатӗрлес тата укҫа-тенкӗ чӑн пулнине тӗрӗслес сӑлтавпа ӑна банка кайса хӑйĕн шутӗнчен 1,1 млн тенкӗ хывма ӳкӗтленӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн арҫын укҫана ултавҫӑсем хушнипе ӗҫлекен курьерсене панӑ. Кайран тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланса полицие кайнӑ. Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

«Сыхӑ пулӑр, — тепӗр хут канаш параҫҫӗ МВДра. — Сирӗн тӗлӗшпе саккунсӑр операци туни пирки калакан иккӗленӳллӗ шӑнкӑрав килсен калаҫӑва татма сӗнетпӗр. Укҫӑра хӑрушлӑхсӑр счет ҫине ан куҫарӑр, палламан ҫынсене телефонпа хӑвӑрӑн уйрӑм даннӑйсене, ҫавӑн пекех банк реквизичӗсене ан пӗлтерӗр, хӑвӑр палламан ҫынсем сӗннипе хӑвӑр пӗлмен приложенисене телефон ҫине ан вырнаҫтарӑр. Паллӑ мар реквизитсемпе укҫа куҫарнӑ чухне сыхӑ пулӑр, тӗрӗсленӗ сайтсемпе ҫеҫ усӑ курӑр».

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-11-23/zhitelnitsa-bashkirii-podarila-moshennikam-pochti-1-mln-rubley-4478297

Пушкӑртстанра пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 млн тенке яхӑн «парнеленӗ»
Пушкӑртстанра пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 млн тенке яхӑн «парнеленӗ»
Автор: Марина Иванова
Читайте нас