Çирĕклĕ клубӗнче «Асӑрхавсӑрлӑхпа йӗркене пӑсассин профилактики» пӗлӳ программи иртнӗ.
Программа вӑхӑтӗнче административлӑ правӑна пӑснӑшӑн, вӑрланӑшӑн, обществӑлла вырӑнсенче усал сӑмахсемпе перкелешнӗшӗн явап тытмалли темӑсене пӑхса тухнă.
Мероприяти тӗллевӗ: ҫул ҫитменнисене шкулта тата урамра хӑйсене мӗнле тытнине тишкерме хӑнӑхтарасси; кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене аталантарасси.
Ачасемпе ҫакӑн пек ыйтусене сӳтсе явнă: правӑна пӑсни мӗн вӑл, йӗркене пӑсни мӗн патне илсе ҫитерме пултарать тата ӑна мӗнле чарса лартмалла; ҫул ҫитмен ача правӑна пӑснӑшӑн явап тытать-и?
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128