Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
1 Декабрӗн , 10:34

Уфимец ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланса 1 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ

Ҫитменнине шар курни ултавҫӑсен схемисем пирки пӗлнӗ, анчах шӑпах ҫак ултавҫӑсене ӗненнӗ.

Уфара пурӑнакан 23 ҫулти арҫын ултавлӑ схемӑн тепӗр парни пулса тӑнӑ. Яланхи пекех, ФСБ тата Центробанк представителӗсем пек хӑтланакан усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫамрӑка ют патшалӑхпа килӗштерсе ӗҫленӗшӗн айӑплама хатӗрленнине пӗлтерсе телефон шӑнкӑравĕнчен пуҫланнă.

Уфимецăн хархам даннӑйӗсемпе усӑ курса ултавҫӑсем лару-тӑру йывӑр пек тунă та, перекетленĕ укҫине 600 пин тенке яхӑн «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарттарнă. Каярахпа арҫыннӑн автомобилӗ «залогра» пулнине пӗлтерсен ӑна кредит илсе ултавҫӑсен картти ҫине 1 миллион тенке яхӑн куҫарма ӳкӗтленӗ.

Тӑватӑ уйӑха яхӑн иртсен ҫеҫ шар курнӑскер полицие ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вӑл 1,5 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ҫак факт тăрăх уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-11-30/ufimets-popal-na-kryuchok-moshennikov-i-vzyal-kredit-na-1-million-rubley-4486879

Уфимец ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланса 1 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ
Уфимец ултавҫӑсен вӑлтине ҫакланса 1 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас