Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
4 Декабрӗн , 11:22

Уфара шкул ачи ҫемье сейфне уҫса ултавҫӑсене 12,5 млн тенкӗ панӑ

Аферистсем хӑйсен преступленилле схемине ачасемпе усӑ курса час-часах ҫавӑркалама пуҫланӑ.

Уфари шкул ачи преступниксене ҫемьен мӗнпур перекетленĕ укçине панӑ. Кун пирки декабрĕн 3-мӗшӗнче хула мэрийӗнче иртнӗ оперативлӑ канашлура Уфари Раҫҫей МВД управленийӗн пуҫлӑхӗ Ильгиз Байсурин пӗлтернӗ.
«Интересленекен мӗнпур службӑсен, ведомствӑсен, уйрӑмах хулан вӗренӳ управленийӗн тимлӗхне юлашки вӑхӑтра пирӗн хулари шкулсенче вӗренекенсем психологи тӗлӗшӗнчен тирпейлемелли объектсем пулса тӑни ҫине пӑхасчӗ», — тенӗ вӑл.
Ильгиз Байсурин икӗ тӗслӗх илсе кӑтартнă. Ҫапла, Орджоникидзе районӗнче ҫамрӑк ача ултавҫӑсене итлесе сейфне уҫнӑ. Вӑл ҫемьен мӗнпур перекетленĕ укçине килӗнчен илсе тухса аферистсене тӗрлӗ майпа 12,5 млн тенкӗ куҫарнӑ. Халӗ следстви пырать.
Тепӗр инкек Октябрьский районӗнче пулнӑ. Интернетра усал шухӑшлӑ ҫынсем шкул ачи ҫине тухнӑ, награда пама шантарнӑ. Ҫакӑншӑн вӑл Сипайловӑра провокацилле тытăмлă, нацисен хушшинчи хирӗҫӗве чӗртсе ямалли паллӑсемпе листовкӑсем ҫыпӑҫтарнӑ.
«Шкулсенче хушма мероприятисем ирттерме ыйтатӑп, эпир вара пулӑшӑпӑр», — тенĕ Ратмир Мавлиев мэра Уфари Раҫҫей МВД управленийӗн пуҫлӑхӗ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-12-03/v-ufe-shkolnik-vskryl-semeynyy-seyf-i-otdal-moshennikam-12-mln-rubley-4491842

Уфара шкул ачи ҫемье сейфне уҫса ултавҫӑсене 12,5 млн тенкӗ панӑ
Уфара шкул ачи ҫемье сейфне уҫса ултавҫӑсене 12,5 млн тенкӗ панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас