Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
5 Декабрӗн , 10:04

Уфа предпринимателĕ ултавҫӑсене ӗненсе 15 миллион тенкӗ ҫухатнӑ

Уфари пӗр предприятин 48 ҫулти директорӗ фейк инвестици платформинче «ӗҫлесе илме» хӑтланса 15 миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ.

Уфа предпринимателĕ ултавҫӑсене ӗненсе 15 миллион тенкӗ ҫухатнӑ
Уфа предпринимателĕ ултавҫӑсене ӗненсе 15 миллион тенкӗ ҫухатнӑ

Уфари пӗр предприятин 48 ҫулти директорӗ фейк инвестици платформинче «ӗҫлесе илме» хӑтланса 15 миллион тенкӗ ытла ҫухатнӑ. Ултав пӗлтӗрхи кӗркунне, арҫын интернетра тупӑшлӑ хывма май пурри пирки реклама курсан, унта хӑйӗнпе ҫыхӑнмалли номерсене хӑварсан пуҫланнӑ.
Кӗҫех ӑна икӗ ҫул хушшинче трейдерта кил-ҫуртпа машина ӗҫлесе илни ҫинчен каласа панӑ хӗрарӑм ҫырса янă. Вӑл ӑна «ӑнӑҫлӑ трейдерпа» паллаштарнӑ, часах — унӑн «пулӑшуҫипе». Лешӗ шӑнкӑравпа «вӗрентӳ ирттернӗ», суя биржӑна ссылка ярса панӑ, экран ҫинче мӗнле ҫырӑнмаллине, пӗрремӗш взнос хывмаллине те кӑтартнӑ. Малтан ултавҫӑсем пысӑках мар тупӑш курма панӑ — шанӑҫ ҫуратас тесе.
Ҫитӗнӗве ӗненсен предприниматель 5 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ, хӑйӗн 5 миллион перекетне хушса пурне те платформа счечӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах укҫана кӑларма хӑтланнӑ чухне шут «хупланнӑ» иккен. Аферистсем ӑна уҫма «налук тӳлемелле» тесе ӗнентернӗ — вӑл каллех укҫа куҫарнӑ, анчах укҫа-тенкӗ каялла таврӑнман.
Унтан ултавҫӑсем ҫӗнӗ ултав шухӑшласа кӑларнӑ: виҫҫӗмӗш сӑпатсен шучӗпе кӑна илсе тухма май пуррине каланӑ. Арҫын юлташӗсемпе тӑванӗсене кредитсем илме тата «пӗлтерӗшлӗ инвестици килӗшӗвӗ» валли тепӗр 5 миллион тенкӗ куҫарма ыйтнӑ имӗш. Ку укҫа та фейк платформӑна кайса ҫухалнӑ.
«Инвесторсен» аккаунчӗсем хупӑнсан, вӗсемпе ҫыхӑну ҫухалсан Уфа ҫынни ултавҫӑсен парни пулнине ӑнланнӑ та полицие ҫитнӗ.
Пушкӑртстан полицийӗ аса илтерет: сире ҫӑмӑл тупӑш пама шантараҫҫӗ пулсан — 100% ултав. Чӑн-чӑн инвестицисем соцсетьсенчи е мессенджерсенчи реклама урлӑ нихӑҫан та шӑвӑнмаҫҫӗ. Палламан ҫынсене ан ӗненӗр, шанчӑксӑр приложенисене ан кĕрӗр тата «ӗҫлесе илекен специалистсене" пӗртте укҫа ан куҫарӑр. Кун пек калаҫакана тӳрех чарса ун ҫинчен правӑна сыхлакан органсене пӗлтерсен аванрах.

ПР МВД информацийӗ тӑрӑх.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-12-04/ufimskiy-predprinimatel-poteryal-15-millionov-rubley-poveriv-moshennikam-4493271

 

Уфа предпринимателĕ ултавҫӑсене ӗненсе 15 миллион тенкӗ ҫухатнӑ
Уфа предпринимателĕ ултавҫӑсене ӗненсе 15 миллион тенкӗ ҫухатнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас