Салават хулинчи полицие аферистсемпе улталаннӑ 18 ҫулти вырӑнти ҫын пынă.
Ҫамрӑк ҫын ҫак кунсенче ӑна палламан хӗрарӑм шӑнкӑравлани, вӑл хӑй вӗренекен колледж ӗҫченӗ тесе паллаштарни ҫинчен каласа панă. Вӑл колледжа ҫитсе документсене алӑ пусмаллине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех хӗрарӑм унран смс-ҫырури кодне пама ыйтнӑ, ӑна каччӑ даннӑйӗсене базӑна кӗртме кирлӗ имӗш. Студент, колледж ӗҫченӗпе калаҫнине ӗненсе, ҫак код ҫинчен пӗлтернӗ.
20 минутран шар куракана «Госуслуги» портал ӗҫченӗнчен шӑнкӑрав килнӗ имӗш. Вӑл порталти заявителӗн харпӑр кабинечӗ ҫӗмӗрӗлнине пӗлтернӗ. Малалла вара, паллӑ сценари тӑрӑх, заявитель патне следователь шӑнкӑравланӑ имӗш, ултавҫӑсем унӑн «Госуслуги» порталти харпӑр кабинетне ҫӗмӗрсе унӑн ашшӗ-амӑшӗ ячĕпе кредитсем илме пултарнине, кун пек ан пултӑр тесен унӑн укҫине регистрацилемеллине пӗлтернӗ.
Йӗкӗт, ултавҫӑсен кӑтартӑвӗсемпе ӗҫленӗ май, банкомат урлӑ вӗсем каланă счетсем ҫине хӑйӗн перекетне — 220 пин тенкӗ ытла укçине куҫарнӑ.
Амӑшӗпе калаçнă хыҫҫӑн студент ултав парни пулнине ӑнланнӑ та полицие ҫитнӗ. Ку фактпа уголовлă ӗҫ пуҫарнӑ.