Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
15 Декабрӗн , 12:07

Пушкӑртра пурӑнакансем пӗр талӑкра ултавҫӑсене 5 миллион ытла тенкӗ панӑ

Республика МВД пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Уфари 21 ҫулти студентка ултавҫӑсене 1,5 миллион ытла тенкӗ панӑ.

Пушкӑртра пурӑнакансем пӗр талӑкра ултавҫӑсене 5 миллион ытла тенкӗ панӑ
Пушкӑртра пурӑнакансем пӗр талӑкра ултавҫӑсене 5 миллион ытла тенкӗ панӑ

Республика МВД пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Уфари 21 ҫулти студентка ултавҫӑсене 1,5 миллион ытла тенкӗ панӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем ултавлӑ операцисене сирес тата укҫа-тенкӗ сыхласа хӑварас сӑлтавпа укҫа-тенке ҫӗнӗ банк счечӗ ҫине куҫарма сӗннӗ.

Салават хулинчи 75 ҫулти пенсионерка ултавҫӑсене 997 пин тенкӗ панӑ. Шӑнкӑравлакансем ФСБпа Центробанкӑн суя ӗҫтешӗсем тесе паллаштарнă, заявлени параканӑн ятӗнчен паллӑ мар çынсем туслӑ мар ҫӗршывсене куҫарнине пӗлтернĕ. Ултавлӑ операцисене сирес тесе «специалистсем» хӗрарӑма пур перекетсене «хӑрушлăхсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ.

Салават хулинчи Раҫҫей МВД уйрӑмне Магнитогорск хулинче пурӑнакан 85 ҫулти арҫын ҫитнӗ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем интернет-провайдер тата налук службин ӗҫченӗсем пек паллаштарнӑ. Пенсионер ултавҫӑсене 374 пин тенкӗ панӑ.

Пушкӑртстан Республикинчи МВД аса илтерет: тимлӗ пулӑр. Енчен те сирӗн тӗлӗшпе саккунсӑр операци туни ҫинчен калакан иккӗленӳллӗ шӑнкӑрав килсен калаҫма чарăнма сӗнеҫҫӗ. Укҫа-тенке хӑрушлăхсӑр счет ҫине ан куҫарӑр, палламан ҫынсене телефонпа хӑвӑрӑн персоналлӑ даннӑйсене ан пӗлтерӗр.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-12-14/bolee-5-millionov-rubley-otdali-zhiteli-bashkirii-moshennikam-za-sutki-4506209

 

 

 

Пушкӑртра пурӑнакансем пӗр талӑкра ултавҫӑсене 5 миллион ытла тенкӗ панӑ
Пушкӑртра пурӑнакансем пӗр талӑкра ултавҫӑсене 5 миллион ытла тенкӗ панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас