Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
19 Декабрӗн , 11:54

Уфари 76 ҫулти пенсионерка ултавҫӑсене 1,3 миллион тенкӗ панӑ

Уфа полицийĕ пысӑк ултава палӑртнӑ: вырӑнти 76 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн мӗнпур пухнă укçи-тенкисĕр тӑрса юлнӑ.

Преступниксем кӑткӑс схемӑпа усӑ курнӑ: малтан мессенджерта хӗрарӑма унчченхи ӗҫтешӗ ячӗпе «спецслужбӑсенчен» шӑнкӑравлани пирки асӑрхаттарса ҫырнӑ. Кӗҫех унпа ФСБ суя ӗҫченӗ ҫыхӑннă. Вӑл пенсионеркӑна туслӑ мар патшалӑха укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ имӗш тесе хăратса пĕтернĕ. Инкекрен хӑтӑлас тата укҫана «ҫӑлас» тесе аферистсем ӑна укҫа-тенке «Тӗп банк» счечӗсем ҫине куҫарма ӳкӗтленӗ. Ҫапла вара шар курнӑ ҫын суммӑн пӗр пайне хӑй палламан хӗрарӑм аллине панӑ, ыттине вара банк урлӑ асӑннӑ счет ҫине ярса панӑ.
Уфари МВД управленийӗ граждансене ватӑ тӑванӗсемпе тӑтӑшах калаҫма тата вӗсене правӑна сыхлакансем нихӑҫан та укҫана «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине куҫарма е вӗсене виҫҫӗмӗш ҫынсене пама ыйтманнине аса илтерме чӗнет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-12-19/v-ufe-76-letnyaya-pensionerka-otdala-moshennikam-1-3-milliona-rubley-4513681

Уфари 76 ҫулти пенсионерка ултавҫӑсене 1,3 миллион тенкӗ панӑ
Уфари 76 ҫулти пенсионерка ултавҫӑсене 1,3 миллион тенкӗ панӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас