#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин граждансене телефон аферисчӗсенчен мӗнле сыхланмалли пирки уҫӑмлӑ та ансат инструкци панӑ. «Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ» тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче ыйтăва хуравланӑ май, вăл палламан ҫынпа телефонпа кирек мӗнле укҫа пирки те калаçиччен ҫийӗнчех калаçма чарӑнмалла тенӗ.
«Сирӗнпе кам та пулин ҫыхӑнса укҫа-тенкӗ, пурлӑх ҫинчен калаҫма пуҫласанах - тӳрех трубкӑна хурӑр. Пӗр сӑмах та ан калăр», — тесе палӑртнă Президент. Ҫав хушӑрах вӑл патшалӑх йышӑнакан мерӑсем кӑтарту панине пӗлтернӗ: кун пек преступленисен шучӗ 7 процента чакнӑ, вӗсенчен укҫа-тенкӗ сиенӗ - 33 процента.
Сӑнӳкерчӗкĕ: «Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ» программа скринӗ.