Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
24 Декабрӗн , 10:39

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм трубкӑри сасӑсене ӗненсе 6,5 млн тенкӗсӗр юлнӑ

Благовещенск районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен парни пулса тӑнӑ, ҫавна пула перекетленĕ укçисӗр юлнӑ.

ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пурте кӑҫалхи октябрьте, заявлени ҫыраканӑн телефонӗ ҫине ФСБ сотрудникӗнчен шӑнкӑрав килнинчен пуçланнă. Вӑл хӗрарӑма туслӑ мар патшалӑхсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗшӗн уголовлӑ ӗҫ пуҫарма пултарнине пӗлтернӗ. Трубкӑри сасӑ шар курнӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама пулӑшас тӗллевпе Росфинмониторингпа Центробанк ӗҫченӗсем ҫыхӑнӑва тухассине каланӑ.

Тӳрех тенӗ пек ҫӗнӗ шӑнкӑрав янӑраса кайнă. «Специалистсем» канӑҫсӑр хыпар пӗлтернӗ — паллӑ мар çынсем унӑн ячӗпе кредит ҫыртарма тӑрӑшаҫҫӗ иккен. «Преступление сирес» тесе хӗрарӑма ҫийӗнчех ҫӗнӗ банк счечӗ уҫма, пур перекетсене ун ҫине куҫарма сӗннӗ.

Ултавҫӑсене парӑнса шаннӑ çын темиҫе уйӑх тăршшĕ укҫана илсе банкомат урлӑ усал шухӑшлӑ ҫынсен счечӗсем ҫине куҫарнă. Заявительницӑн укҫи пӗтсен ултавҫӑсем ҫыхӑнӑва татнӑ, хӗрарӑма нумай миллионлӑ кивҫен хӑварнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2025-12-23/zhitelnitsa-bashkirii-poveriv-golosam-v-trubke-lishilas-6-5-mln-rubley-4518718

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм трубкӑри сасӑсене ӗненсе 6,5 млн тенкӗсӗр юлнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм трубкӑри сасӑсене ӗненсе 6,5 млн тенкӗсӗр юлнӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас