Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
6 Кӑрлач , 20:54

Пӗр кунра 5 миллион тенкӗ: Пушкӑртстана ултавҫӑсем тапӑнаҫҫӗ

Пушкӑртстанри МВД дистанцилле вӑрлас ӗҫ ҫивӗчленнине пӗлтерет.

Пӗр кунра 5 миллион тенкӗ: Пушкӑртстана ултавҫӑсем тапӑнаҫҫӗ
Пӗр кунра 5 миллион тенкӗ: Пушкӑртстана ултавҫӑсем тапӑнаҫҫӗ


Пушкӑртстанри МВД дистанцилле вӑрлас ӗҫ ҫивӗчленнине пӗлтерет.
Пурӗ 24 сехет хушшинче регионта пурӑнакансем 5 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, ултавӑн классикӑлла схемисен парни пулса тӑнӑ. Акӑ, республикӑри Пишпӳлек районӗнчи 66 ҫулти пенсионерка «тупӑшлӑ инвестицисем» шантарнине ӗненсе хӑйӗн мӗнпур перекетленĕ укçи-тенкине - 5 миллион тенкӗ ытла - ҫухатнӑ.
Аферистсен тепӗр парни Уфари 29 ҫулти студентка пулнӑ: «счета хӳтӗлес» сӑлтав тупса вӑл усал шухӑшлӑ ҫынсене 400 пин тенкӗ ярса панӑ.
Пушкӑртстан полицийӗ граждансене питӗ тимлӗ пулма чӗнет: «хӑрушсӑр счет» е «тупӑшлӑ укҫа-тенкӗ» пирки кирек мӗнле шанӑҫсӑр çын шӑнкӑравласан та ҫийӗнчех калаçма чарăнмалла.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-03/5-millionov-rubley-za-odin-den-bashkiriyu-atakuyut-moshenniki-4527895

 

 

 

 

 

Пӗр кунра 5 миллион тенкӗ: Пушкӑртстана ултавҫӑсем тапӑнаҫҫӗ
Пӗр кунра 5 миллион тенкӗ: Пушкӑртстана ултавҫӑсем тапӑнаҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас