Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
8 Кӑрлач , 14:36

2025 ҫулта Пушкӑртра пурӑнакансене 4 миллиард тенкӗлӗх улталанӑ

2025 ҫулта кибер преступниксем Пушкӑртра пурӑнакансене 4 миллиард тенкӗлӗх улталанӑ.

Константин Толкачев, Пушкӑртстанӑн Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗ, прокуратура даннӑйӗсене илсе кӑтартнӑ: пӗлтӗр республикӑра 24 пине яхӑн киберпреступленине шута илнӗ. Пӗтӗмӗшле сиен 4 миллиард тенке яхӑн пулнӑ.
Константин Толкачев палӑртнӑ тӑрӑх, хӑвна хӳтӗлес тесен чи малтан цифра пӗлӳлӗхне ӳстермелле. Информаци пӗлӗвӗ – усӑ кураканӑн сетьри тӗп хӗҫ-пӑшалӗ
- Преступлени сӑнӗ самай улшӑннӑ. Паян пысӑк майпа ҫӑрасене ҫӗмӗрмесӗр, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен тапӑнмасӑр вӑрлаҫҫӗ, - тенӗ Константин Толкачев. - Вӑрӑ ҫепӗҫ те тирпейлӗ, нумай чухне ӑна мӗн кирли пурте – харпӑр даннӑйсем, «Госуслугӑри» харпӑр кабинета кӗмелли код. Вӗсем пулӑшнипе преступник банк счечӗсене кӗме пултарать, кредитсем илет.
Пушкӑртстанра «Пушкӑртстан Республикинче тӳлевсӗр юридика пулӑшӑвӗ çинчен «Пушкӑртстан Республикин саккунӗн 11 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» саккун вӑя кӗнӗ. Документ республика халӑхне цифра хутлӑхӗнчи ултавҫӑсенчен сыхланмалли меслетсем пирки информацие ӳстерме тӗллев лартнӑ.
- Тӳлевсӗр юридика пулӑшӑвӗ памалли патшалӑх тытӑмне хутшӑнакансене тата тивӗҫлӗ должноҫри ҫынсене кибермошенничествăн профилактика мерисем ҫинчен граждансене тӗрлӗ мелпе пӗлтерме тивӗҫ панӑ, - пӗлтернӗ Константин Толкачев.
Спикер ҫакна уҫӑмлатнă: кун пек меслетсем шутне памяткӑсене обществӑлла вырӑнсенче вырнаҫтарасси, материалсене СМИсенче пичетлесси, интернетра информацие сарасси тата ҫутӗҫӗн ытти меслечӗсем кӗме пултараҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Розалия Хисаева / fotobank02.ru.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-07/za-2025-god-kiberprestupniki-obmanuli-zhiteley-bashkirii-na-4-mlrd-rubley-4530575

2025 ҫулта Пушкӑртра пурӑнакансене 4 миллиард тенкӗлӗх улталанӑ
2025 ҫулта Пушкӑртра пурӑнакансене 4 миллиард тенкӗлӗх улталанӑ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас